Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Нурăс уйăхĕпе картлă кĕвенте


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


Нурăс уйăхĕнче çĕнĕ çын шыва кайнă, тет. Пит сивĕ пулнă, тет те, çĕнĕ çыннăн картлă кĕвенти хулпуççи çумне шăнса ларнă, тет. Кĕвенте шăнса ларнинчен Хĕвел чăтаймасăр кулнă янă, тет. Çавăнтан вара нурăс уйăхĕнче кăнтăрла ăшăтакан пулнă, тет. Нурăс уйăхĕ калать тет: «Эпĕ ирлĕ-каçлă икĕ пиччерен ирттеретĕп те, анчах кăнтăрла çĕнĕ çыннăн картлă кĕвенти шăннине астусан чăтаймасăр кулса яратăп», — тесе калать, тет.
    
    1910 ç. Самар облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Çтухальте Е.Шамброткина çырса илнĕ. - ЧПГĂИ ĂА, I, 248, 58 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки